"Хастар" хаваспах кĕтет
Дата: 20.01.2017 Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета) Январĕн 21-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра районта та, Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак кун активлă кану йĕркелеме кăмăллакансем "Хастар" ФСК-ри бассейнпа, тренажĕр залĕпе тỹлевсĕрех усă курма, физкультурăна, спорта тата сывă пурнăçа халалланă меро-приятисене хаваспах хутшăнма пултараççĕ. Аса илтеретпĕр, çак кун Шупашкарта Чăваш Ен пуçлăхĕн парнисемшĕн республикăри çемье командисем, йĕлтĕрçĕсем, тупăшĕç. Вăл январĕн 8-мĕшĕнчех иртмелле пулнă. Анчах та сивĕ çанталăка пула ăмăртусене 21-мĕшĕ çине куçарнăччĕ. Источник: "Пирěн пурнăç" |