System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.lxvwvnmb.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Итоговый текст по родному языку 4 класс / / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
 

"Работа - лучший способ наслаждаться жизнью". И.Кант.
учитель начальных классов
Тукмакова Ольга Васильевна
Аудиозал
Внеклассная работа
Олимпиадные задания
Работа с родителями
Сценарии родительского собрания
Из опыта работы
Здоровьесберегающая технология
Здоровьесберегающая технология(презентация)
Разработка урока по здоровьесберегающей технологии
Кинотеатр
Классный руководитель
Единые требования
Правила поведения учащихся
Расписание уроков
Режим дня
Методическая копилка
Итоговый текст по родному языку 4 класс
Контрольная работа по математике 3 класс
Контрольная работа по математике 4 класс
Контрольный диктант по родному языку
Найди орфограммы 4 класс
Моё портфолио
Достижения учащихся
Мои достижения
Первоклассникам
Программа подготовки будущих первоклассников
Презентации
Презентация первого класса
Ссылки полезные
Учимся с компьютером
Поиграй
Проверка техники чтения
Таблица умножения
ФГОС
Программа начальной школы
Фотоотчеты
Get Adobe Flash player
Итоговый текст по родному языку 4 класс

Тãван чéлхепе стандарт. 4 класс. 1 вариант.

Ача хушамачé, ячé, ашшé ячé  ______________

Район тата шкул ячé__________________

1.Текста вула. Унãн ятне шутла, çырса хур.

        ________________________

Хамãр ял. Тãван ял. Çак сãмахсене кам кãна ãшшãн асãнмасть-ши? Таçти çéр-шыва, таçти инçетри вырãна кайсан та йãмраллã чãваш ялé аса килет.

Пирéн ял- ытарма çук илемлé, кãмãла каякан ял. Унãн урамéсенче вãрманти пек сулхãн, уçã. Ялта темéн чухлé вéр çéнé çурт. Тем пысãкãш шкул, Культура çурчé, больница…

Ешéл йãмрасене, шурã хурãнсене чун-чéрере усратãп. Халé те манãн тãван яла вéçсе çитес, тãван уй-хире чупса тухас килет. Тãван яла, тãван çéр-шыва юратнãран пирéн вãй-хал çãлкуç пек тапса тãрать. Çавãнпа эпир кирек ãçта та тãван çéр-шыва асра тытса кéрешетпéр, çéнтеретпéр.

2. Ку текст-…

а) илемлé текст

ã) ãслãлãх тексчé

3. Калавãн тéп шухãшé хãш абзацра палãрать?

а) пéрремéш

ã) иккéмéш

б)виççéмéш

4. Автор хãйéн ялне сãнлакан абзаца туп.

а) пéрремéш

ã) иккéмéш

б) виççéмéш

5. Яла сãнлакан вырãна çырса ил.

6. Ку текстра мéнле предложенисем ытларах?

а) ыйтуллисем

ã) калуллисем

б) хистевлисем

7. 2- мéш абзацра паллã тунã сãмахсене туп. Вéсенчен тымартан çеç тãраканнисене суйласа ил, çырса хур.

8. 3- мéш предложенири 5-мéш сãмаха туп. Ку сãмахра:

а) 5 сасã, 5 сас палли, 1 сыпãк

ã) 4 сасã, 5 сас палли, 2 сыпãк

9. Текстра вырãс чéлхинчен кéнé сãмахсем туп. Вéсене пéрреллé хисепре, камãнлãх падежéнче лартса çыр.

10. Килет глаголãн вãхãтне, хисепне, сãпатне палãрт.

11. Çуклãх формине йышãннã глагола тупса çыр.

12. Вãйлã степеньри паллã ячéсене текстра туп, çырса хур.

13. Пирéн,унãн местоименисене тéп падежра лартса çыр.

14. Текстри юлашки предложение çырса ил. Унãн тéп членéсене палãрт.

15. Пéрремéш абзацра пéр йышши членлã предложение тупса çырса хур.

16. Текстри пайãр ятсене тупса çырса хур.

17. Текстра мãшãр сãмахсене туп. Вéсене «паллã ячé+япала ячé» сãмах майлашéвéсем туса çыр.

18. Аякри тãванусем патне çыру çыр. Çуллахи каникула мéнле ирттерме шутлани çинчен пéлтер.

 

 

 

 

 

 

 

 

4 класс. 2-мéш вариант.Тãван чéлхепе стандарт.

1.  Текста вула. Унãн ятне шутла, çырса хур.

Тимуш кукамãшне питé юратать. Паян та ун патне ирех çитрé вãл. Кукамãшé таçта тухнã, алãкé уçах.

Пÿртре Тимуш куçé умне чÿрече çинче ларакан пурак курãнчé. Пурак туп-тулли хéрлé çырла. Тимушãн çырла питé çиес килсе кайрé.Пéр çырлине илсе çãварне хыпрé ,чãмларé,çавãнтах сурса пãрахрé.
Ача çãварé вéтеленсе çунать.Куçéнчен куççуль юхать. Ãçта кайса кéмелле? Тимуш шыв патнелле ыткãнчé. Анчах та шыв пулãшаймарé. Арçын ача уласа йéме пуçларé.

Тултан кукамãшé васкаса кéчé. Вãл тÿрех мéн пулнине ãнланса илчé. Мãнукé çырла тесе хéрлé пãрãç персе хыпнã éнтé. Кинемей Тимуша пéр ывãç канфет тыттарчé. Ачана пуçéнчен шãла-шãла йãпатма тытãнчé.

2.    Ку текст:

а) илемлé текст

ã) ãслãлãх тексчé

   3. Калавãн тéп шухãшé хãш абзацра палãрать?

а) пéрремéш              б) виççéмéш

ã) иккéмéш                 в) тãваттãмéш

4. Текстри хãш абзацра автор Тимуш улталанине кãтартнã?

а) пéрремéш                   б) виççéмéш

ã) иккéмéш                      в) тãваттãмéш

5. Тимушпа пулса иртнé пãтãрмаха сãнлакан абзаца тупса çырса ил.

6. Ку текстра мéнле предложенисем ытларах?

а) ыйтуллисем   ã) калуллисем   б) хистевлисем

7. Юлашки абзацри паллã тунã сãмахсене тишкер. Вéсенчен тымартан çеç тãраканнисене суйласа çырса хур.

8. Текстри 2-мéш предложенири 1-мéш сãмаха тишкер. Ку сãмахра:

а) 4 сасã, 4 сас палли,1 сыпãк

ã) 5 сасã, 4 сас палли, 2 сыпãк

9. Текстри кинемей сãмаха пéрреллé хисепре камãнлãхпа пару падежéнче çыр.

10. Пãрахрé глаголãн вãхãтне, хисепне, сãпатне палãрт.

11.Текстран çуклãх формине йышãннã глагола тупса çыр.

12. Вãйлã степеньри паллã ячéсене текстра туп, çырса хур.

13. Вãл местоимение пéрреллé хисепре камãнлãхпа пару падежéсенче лартса çыр.

14. Текстри юлашкинчен иккéмéш предложение çырса ил. Унта тéп членсене тупса палãрт.

15. Текстри иккéмéш абзацра пéр йышши членлã предложение тупса çырса хур.

16. Текстри пайãр ятсене тупса çырса хур.

17. Текстри икé хут калакан сãм аха туп, унпа çыхãнса тãракан сãмахсемпе пãрле çырса ил.

18. Шкул пурнãçé çинчен хаçата заметка çыр.

Баннеры
ЧРИО
Советует врач
Халăх шкулĕ
Это должен знать каждый
ЦОР
Министерство образования Чувашской Республики
Сайт 2 класса
Новоахпердинское сельское поселение
Объявления
Реквизиты
Rambler's Top100 TopList