Сан яту чăнах та чаплă
Ухсай тесессĕн пурте пĕлĕç
Чăвашăн паллă поэтне,
Çÿлтен-çÿле-ке вĕсем çĕклĕç
Çулсеренех халь ун ятне.
Нихан та асăмран ман тухмĕç
Ухсай каланă сăмахсем:
«Калаçасса калаçăп эп
Нептун çинче те чăвашла».
Епле илемлĕ сăмахсем,
Мĕнле-ха сикмĕç чĕресем?
Чăвашлăха мухтаç вĕсем,
Чăнах хитре-çке эс, чĕлхем!
Ухсай сăввисенче тăван хирсем,
Ем-ешĕл вăрмансем, тăр кÿлĕсем,
Чăвашăн нихçан сÿнми ĕмĕчĕсем,
Шăнкăр-шăнкăр çутă çăлкуçсем.
Ухсай! Сан яту чăнах та чаплă!
Эп калап çакна мăнаçлă.
Сăввусем те сан мухтавлă
Ĕçÿсем те пархатарлă. |